
Муркашра ҫӗнӗ поликлиника уҫӑлнӑ. Кая юлса пулин те вӑл ӗҫлесе кайнӑ-кайнах. Объекта малтан палӑртнинчен 8 уйӑх кая юлса уҫнӑ. Унта сменӑра 150 ҫынна йышӑнма пултарӗҫ.
Поликлиникӑна уҫма пысӑк шайри тӳре-шара персе ҫитнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Ен Правительствин Председателӗ Сергей Артамонов, республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Лариса Тарасова.
Ҫӗнӗ поликлиникӑра икӗ уйрӑм: аслисен тата ачасен. Кашни уйрӑма уйрӑм алӑкран кӗмелле.
Ҫынсене участокри терапевтсем, педиатрсем, ҫавӑн пекех ансӑр профильлӗ оториноларинголог, офтальмолог, невролог йышӑнӗҫ.
Объекта «ГлавИнвестСтрой» тулли мар яваплӑ общество хӑпартнӑ. Поликлиникӑна подрядчикӑн 2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчех туса пӗтермелле пулнӑ. Унта нумаях пулмасть депутатсен делегацийӗ пулсан объекта кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче туса пӗтерме шантарнӑ.

Муркаш районӗнчи Очӑкасси ял клубӗнче кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ. Ҫавна май Муркаш районӗнчи тӗп вулавӑш тата Очӑкассинчи ял вулавӑшӗ вулав конференцийӗ йӗркеленӗ.
Леонид Морозов ятлӑ автор «Слово ученика об учителях» кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Тиражӗ пысӑк мар-ха. 100 экземпляр. Сӑмах май каласан, Леонид Петрович 15 кӗнеке авторӗ иккен.
Леонид Петрович Морозов хӑйӗн пӗрремӗш кӗнекинче («Малая родина Оточево», 2014 ҫул) Шурик Матвеев ҫывӑх юлташӗ пирки пичетлесе кӑларнӑ. Александр Витальевич — инженер тата конструктор. Александр Витальевич сӑвӑ та ҫырать иккен. «Мой мир в рифмах» сӑвӑсен пуххине вӑл 30 экземплярпа тӑванӗсем валли кӑларнӑ. Кӗнеке 198 страницӑран тӑрать, унта 150 ытла сӑвӑ.
Муркаш муниципалитет округӗн администрацийӗн культура тата архив ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Любовь Рыжкова Л. П. Морозова тата А. В. Матвеева Муркаш тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн Тав хучӗпе чысланӑ.

Муркаш округӗнче 46 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Унӑн виллине шывран тепӗр кунхине тин кӑларнӑ.
Инкек Кӗҫӗн Чураш ялӗ ҫывӑхӗнчи юханшывра пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче шыва кӗнӗ чухне путса вилнӗ. Унӑн виллине паян кӑна тупса кӑларнӑ.
Арҫын юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 10 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – 18 ҫул тултарман ачасем.

Паян, утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ирхи 6 сехет те 35 минутра Муркаш округӗнчи Ярӑслав ялӗнче пушар алхасма тытӑннӑ.
Тӗп урамри 1-мӗш ҫуртра тӑваттӑмӗш хутри хваттер ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ытти хваттерсенче пурӑнакансем ҫӑлавҫӑсем ҫитиччен урама хӑйсем тӗллӗнех тухнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем пушара сӳнтернӗ вӑхӑтра хваттер хуҫин виллине тупнӑ. Вӑл – 1975 ҫулта ҫуралнӑ арҫын. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ҫулӑмпа асӑрханмасӑр усӑ курнӑран пушар тухнӑ.
Халӗ следовательсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Арҫын мӗншӗн вилнине палӑртма судпа медицина экспертизи тӑвӗҫ.

Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри йывӑҫ» сасӑлава хутшӑнакан чӑваш юманӗ иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Финишчен вӑхӑт нумаях юлмарӗ – икӗ эрне кӑна, чӑваш юманне вара пӗрремӗш вырӑнта пыракан йывӑҫпа 20 сасӑ кӑна уйӑрать. Эппин, ӑна мала тухма пулӑшар! Сасӑлама питӗ ансат: rosdrevo.ru сайта кӗмелле те 73-мӗш номере шыраса тупмалла та сасӑламалла.
Палӑртса хӑварар: 300 ҫулти Киремет юманӗ Шупашкар округӗнчи Кӑшавӑш ялӗ патӗнче – «Ясна» этнокомплекс ҫывӑхӗнче — ӳсет. Унӑн ҫӳллӗшӗ – 30 метр.
Аса илтерер: пирӗн республикӑри йывӑҫ 2023 ҫулта сасӑлавра мала тухнӑ. Ун чухне Муркаш округӗнчи чи ватӑ юман ҫӗнтернӗ.

Муркаш районӗнчи Ятман ялӗнче икӗ арҫын ятлаҫнӑ. Тытӑҫса-ҫапӑҫса мар, сӑмахпа. Икӗ кӳршӗ тем пайлайман-ҫке, ҫамрӑкки аслине тӗрлӗ сӑмахпа кӳрентерсе пӗтернӗ.
58 ҫулти арҫын хытах пӑшӑрханнӑ, каланине йывӑра илнӗ. Кун пирки вӑл прокуратурӑна евитленӗ. Унтисем лингвистика экспертизи ирттерсех хак панӑ. Экспертсем те ун пек сӑмах ҫынна кӳрентернине палӑртнӑ.
Ҫапла вара ӗҫ-пуҫ суда ҫитнӗ. 34 ҫулти арҫынна административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Миравай судья ӑна 3 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Ҫынна кӳрентерни суд йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр район судне ҫитнӗ, анчах унти те йышӑнӑва вӑйрах хӑварнӑ.
Унсӑр пуҫне прокуратура ҫынна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн компенсаци шыраса илме тавӑҫ хатӗрленӗ.

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, М-7 автоҫул ҫинче пӗр водитель вилмеллех аманнӑ. Инкек 18 сехет те 40 минутра Муркаш районӗнчи Хыркассинчен инҫех мар вырӑнта пулса иртнӗ.
Ҫулпа пыракан Мускав облаҫӗнчи 58 ҫулти водитель йывӑр тиевлӗ «Скания» автомобильпе хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл «Вольво» фургонпа айккинчен ҫапӑнса иртсе кайнӑ.
Инкеке пула фургонӑн хӑмисенчен пӗри «Скания» автомобиль кабинине ватнӑ, Мускав облаҫӗнчи водитель вилмеллех аманнӑ. Фургон водителӗ, Псков облаҫӗнчи 64 ҫулти арҫын, урах пулнӑ, вӑл аманман.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫу уйӑхне пӗтӗмлетнӗ. Паллах, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшне асӑнмасӑр хӑварайман. Ун чухне Шупашкара беспилотниксем тапӑннӑ.
Шупашкар кӑна мар, Муркаш тата Шупашкар округӗсем те шар курнӑ. Ҫак икӗ округра беспилотниксене пула 86 ҫурт тата 4 дача сиенленнӗ.
Шупашкарта нумай хваттерлӗ 58 ҫурт, 10 социаллӑ учреждени, 11 офис тата администраци ҫурчӗ шар курнӑ. 47 ҫын аманнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ тӳрех вилнӗ. Тепӗр ҫын пульницӑра пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Халӗ сиенленнӗ ҫуртсене юсас ӗҫ пырать.

Элӗк районӗнчи Шор-Пайраш ялӗнче ҫуралнӑ Лидия Тимофеева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Муркаш округӗнчи Шомикри интернатра пурӑнать.
Лидия Тимофеевнӑн ӗҫ стажӗ – 55 ҫул. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл 14-ра пулнӑ. Аслисемпе тан колхозра сухаланӑ, тыр-пул пухса кӗртнӗ, каҫсерен вара салтаксем валли посылкӑсем хатӗрленӗ.
17 сул тултарсан ӑна Иваново облаҫне торф кӑларма янӑ. «Чӑваш хӗрӗсен резин атӑ та пулман, ҫӑпатапа ҫӳренӗ», - аса илет вӑл. Окоп чавнӑ ҫӗре те хутшӑннӑ вӑл. Торф кӑларнӑ ҫӗрте 11 ҫул тӑрӑшнӑ.
Ҫак ҫула ҫитсен та Лидия Тимофеевна таса ӑспа ҫӳрет, хаваслӑ пулма тӑрӑшать.

Муркаш районӗнче регионсен хушшинчи «Сурӑм ҫӑлтӑрӗсем» фестиваль иртнӗ. Мероприяти ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулнӑ. Фестивале Йӳҫкасси таврашӗнчи «Хуртан вар» вӑрман уҫланкинче пуҫтарӑннӑ. Вӑл кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Анчах регионсен хушшинче ӑна кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ.
Унччен асӑннӑ уҫланкӑра Акатуя пуҫтарӑннӑ. Вӑл вӑхӑтра вырӑнти «Ударник» хуҫалӑха Платон Давыдов ертсе пынӑ. Халӗ унӑн ывӑлӗн, Александр Давыдовӑн (вӑл Депутатсен пухӑвӗн председателӗ) пуҫарӑвӗпе халӑх пултарулӑхӗн фестивальне ирттерме пуҫлас тенӗ.
Александр Платонович каланӑ тӑрӑх, ку тӑрӑхра унӑн, унӑн ашшӗ-амӑшӗн тата Йӳҫкасси тӑрӑхӗнче пурӑнакансен ачалӑхӗ иртнӗ. Апла пулсан ырӑ йӑла-йӗркене тытса пымалла. Вӑл иртнине хальхипе пӗрлештерекен кӗпер пулмалла.
